Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.1 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Тӗнче тетелӗ

Тӗнче тетелӗ

Google Translate сервиса ҫӗнӗ пилӗк чӗлхе хушнӑ. Вӗсен хушшинче тутар чӗлхи те пур. Ҫапла май вӗсен куҫару сервисӗ 108 чӗлхе пӗлме пуҫланӑ.

Тутар чӗлхисӗр пуҫне ҫӗннисен йышне руанда, ори (е оди), туркмен тата уйкур чӗлхисем кӗнӗ. Ixbt.com пӗлтернӗ тӑрӑх ку чӗлхесемпе пурӗ 75 млн ҫын калаҫать. Тутарпа уйкур тата руанда чӗлхисем валли Гугл ӑстисем виртуаллӑ клавиатура та ӑсталанӑ.

Сӑмах май, тутарларан куҫарма Яндекс.Тӑлмач 2015 ҫултах вӗренсе ҫитнӗ. 2018 ҫулта Швейцарире пурӑнакан тутарсемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Рустам Минниханов Тутарстанри ҫыхӑну министерствине тутар чӗлхине Google Translate куҫару сервисне хушма май тупма хушнӑччӗ, кун пирки хыпар тухнӑччӗ. Халь вара ку ӗҫ пурнӑҫланнӑ теме май пур.

Чӑваш чӗлхине тӗнче тетелӗн уҫлӑхне кӑларас тӗлӗшпе «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» ӗҫлет. Вӗсем тӑрӑшнипе нумай пулмасть Яндекс чӑвашларан куҫарма вӗренсе ҫитрӗ. «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» чӑваш чӗлхине Google сервисне те ҫитерес шухӑшлӑ — хальхи вӑхӑтра вӗсем чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсене пухаҫҫӗ. Нумай пулмасть вӗсен йышӗ 300 пин урлӑ каҫрӗ.

 

Тӗнче тетелӗ
Виталий Сергеевӑн ҫӗмӗрнӗ страници
Виталий Сергеевӑн ҫӗмӗрнӗ страници

Чӳкӗн 13-мӗшӗнче сӑтӑрҫӑсем чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен темиҫе страницине ҫӗмӗрнӗ. Шар курнисен йышӗнче Виталий Сергеева тата Вероника Пинеслӑва асӑнма пулать — сайт редакторӗ вӗсенчен укҫа енчен пулӑшу ыйтакан ҫырусем илнӗ.

Сӑмахран, Виталий Сергеевӑн страницинче амӑшӗ ҫул-йӗр инкекне лекни пирки ҫырнӑ, ӑна васкасах укҫапа пулӑшмалли пирки вырнаҫтарнӑ. Сехетрен, калас пулать, унӑн страницинче ҫӗмӗрни пирки информаци вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех Вероника Пинеслуран та ҫыру ҫитнӗ, ун ячӗпе 12 пин тенкӗ укҫа ыйтнӑ.

Калас пулать, пӗр-пӗр страницӑна кӗме май тупнӑ хыҫҫӑн сӑтӑрҫӑсем унӑн юлташӗсенчи аккаунтсенчен вӑл е ку майпа укҫа ыйтма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем хӑйсен ҫырӑвӗсене шар курнӑ ҫыннӑн ӳсӗмне кура хатӗрлеҫҫӗ.

Хӑвсамӑр страницӑсен вӑрттӑн сӑмахӑрсене тивӗҫлӗ шайра упрамалли пирки аса илтеретпӗр, пули-пулми сайтсенче вӗсене кӗртмелле мар. Унсӑр пуҫне, час-часах страницӑна кӗме май тупнин сӑлтавӗсенчен пӗри вӑл — тӗрлӗ ресурссенче пӗрешкел парольпе усӑ курни. Пӗринче пӗлнипех сӑтӑрҫӑсем тӳрех темиҫе сайта кӗме май тупаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех укҫа ыйтсан килӗшме сӗнместпӗр — юлташӑрсем ыйтаҫҫӗ пулин те маларах вӗсемпе телефонпа ҫыхӑнса лару-тӑру мӗнлерех пулнине ыйтса пӗлӗр.

Малалла...

 

Тӗнче тетелӗ

Тӗнче тетелӗнче кашни утӑмрах – ултавҫӑсем. Ҫавӑнпа ЧР ШӖМӗ асӑрхануллӑрах пулма ыйтать. Халӑх тетелӗсенче ларнӑ чухне ҫынсем мӗн ҫырнине ӗненмеллех-и?

Нумаях пулмасть Улатӑрта пурӑнакан 23 ҫулти хӗр 3 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Халӑх тетелӗнче аппӑшӗнчен ун патне ҫыру килнӗ, лешӗ укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Йӑмӑкӗ нимӗн шутламасӑрах кӑтартнӑ счет ҫине укҫа куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл аппӑшӗ патне укҫа ҫитнипе ҫименнине пӗлме шӑнкӑравланӑ. Лешӗ вара нимӗнле укҫа та ыйтман, йӑмӑкӗ страницӑна «ҫӗмӗрнӗ» ултавҫӑсемпе ҫырӑннӑ иккен.

Вӑрнарта пурӑнакан 29-ти хӗрарӑм никамран та кивҫен илмен. Анчах пӗр кунхине ун патне пӗлӗшӗ шӑнкӑравланӑ та кивҫене хӑҫан парса татассипе интересленнӗ. Ун патне халӑх тетелӗнче ҫак хӗрарӑмран ҫыру килнӗ-мӗн, укҫа ыйтнӑ. Чӑннипе вара ку ӗҫ – ултавҫӑсен.

Етӗрне районӗнче пурӑнакан 24-ри хӗр ӗҫ укҫин справкисӗрех кредит илме ӗмӗтленнӗ. Ун патне халӑх тетелӗнче «кредитор» ҫырнӑ, страховкӑшӑн 5 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Укҫа кӑтартнӑ счет ҫине куҫсанах «кредитортан» пӑс та юлман.

 

Тӗнче тетелӗ

Чӑваш Енре тӗнче тетелне тухма ҫук ялсен переченьне ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.

Унта ҫырнине ӗненсен, тӗнче тетелне тухма май ҫук ялсем Чӑваш Енре — 15. Пурте вӗсем Улатӑр районӗнче вырнаҫнӑ.

Тӗнче тетелне кӗме май ҫук ялсен списокне республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Улатӑр районӗнчи 15 ялта «Интернет» информаципе телекоммуникаци сечӗ ҫук ҫеҫ мар, вӗсенче вай-фай урлӑ та тӗнче тетелне кӗреймӗн.

Тӗнче тетелне кӗме май ҫук ялсем Алтышево, Атратск, Иваньково-Ленински, Киров, Междуреченски, Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Первомайски тата Кивӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗсенче вырнаҫнӑ.

Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: Чӑваш Енри халӑх йышлӑ ялсене Ростелеком вай-фай точкисем вырнаҫтарчӗ.

 

Тӗнче тетелӗ

Наци чӗлхиллӗ халӑх сечӗсем официаллӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пахарах. Наци интернечӗ ҫамрӑксене уйрӑмах витӗм кӳрет. Ҫакна Хусанти Шигабутдин Марджани ячӗллӗ институт ӗҫченӗсем «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи тутарсен виртуаллӑ виҫӗ пӗрлӗхне тишкернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетнӗ.

Институтӑн этносоциологи пайӗн ертӳҫи Гульнара Габдрахманова «Азатлык» радиона тӗпчев кӑтартӑвӗпе паллаштарнӑ. Экспертсем сӑнанӑ тӑрӑх, наци интернечӗ (унта патшалӑхӑн влаҫ органӗсен сайчӗсем, социаллӑ медиа кӗрет) пур халӑхӑн та аталанать. Тутарсенне ҫапах та ку енӗпе ҫитекен ҫук.

Тутарстанри вырӑсла ресурссенче политикӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусене ытларах сӳтсе яваҫҫӗ пулсан, тутарлисем ҫемье, культура, тӗн, ӑс-хакӑл темисене хускатаҫҫӗ-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.idelreal.org/a/29500285.html
 

Тӗнче тетелӗ
«Мой город» сайтри сӑн
«Мой город» сайтри сӑн

Шупашкар «Раҫҫей хули – наци суйлавӗ» сасӑлавра хальлӗхе виҫҫӗмӗш йӗркене йышӑннӑ. Ӑна тӗнче тетелӗнче ирттереҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн тӗп хулишӗн 94 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Вӑл раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен иртӗ. Унта хутшӑнакансем чи илӗртӳллӗ тата паллӑ хулашӑн сасӑлаҫҫӗ. Пӗриншӗн ҫеҫ сасӑ пама май пур.

Халӗ тӗнче тетелӗнчи сасӑлавра Владикавказ малти вырӑна йышӑнать. Иккӗмӗш вырӑнта – Владивосток. Палӑртса хӑвармалла: Шупашкар 2013 ҫулта танлаштарӑмра малти вырӑнта пулнӑ.

 

Тӗнче тетелӗ

Патӑрьел районӗн прокуратури информаци, информаци технологийӗсем, информацие хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна мӗнле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Пресс-служба пӗлтернӗ тӑрӑх, сайра тӗл пулакан чӗрчунсене сутакан сайтсене тупса палӑртнӑ.

Сайтсенче Раҫҫей Хӗрлӗ кӗнекине тата Пӗтӗм тӗнчери ҫутҫанталӑка сыхлакан пӗрлӗхӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ чӗрчунсене сутасси пирки пӗлтернӗ.

Сайта кӗрекенсем кирек хӑш вӑхӑтра та каракал ҫурине, мандаринка кӑвакалне туянма пултарнӑ. Сайта ирӗклӗнех кӗме май пулнӑ, регистраци тата пароль ыйтман.

Патӑрьел районӗн прокуратури суда 3 тавӑҫ янӑ. Вӗсене пӑхса тухса тивӗҫтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52454
 

Тӗнче тетелӗ

Нумай пулмасть Mozilla браузера хатӗрлекенсем ҫӗнӗ хатӗре хута янӑ — унӑн ячӗ «Common Voice». Тӗллевӗ ҫав тери пархатарлӑ — тӗрлӗ халӑхсен сассисене пухса вӑл базӑпа усӑ курса тӗрлӗ программӑсене сасӑлама май туса парасси. Пухӑннӑ сасӑсемпе кашни программҫӑ усӑ курма пултарӗ.

Ытти чӗлхесемпе пӗрлех ку хатӗрте чӑваш чӗлхи валли те вырӑн тупӑннӑ. «Хавал» ушкӑн асӑрханӑ тӑрӑх Раҫҫейри чӗлхесене илес пулсан виҫӗ чӗлхе ҫеҫ хальлӗхе кӗме пултарнӑ — чӑваш, вырӑс тата тутар чӗлхисем.

Common Voice туллин ӗҫлесе кайтӑр тесен пухмачра пин ытла ҫырса илнӗ сасӑ кирлӗ — пӗчӗккисен те, аслисен те, ваттисен те. Литература чӗлхипе калаҫакансен сассисем те кирлӗ, вырӑнти калаҫуллисен те — турисен, анат енчисемпе анатрисен.

Ку проекта пурнӑҫ пама кашни ҫын хутшанайрать. Ҫав шутра — эсир те. Ятарлӑ каҫӑпа куҫмалла та проект сӗнекен пуплевӗшсене (предложенисене) микрофонпа усӑ курса сасӑламалла. Ку пӗрре те йывӑр ӗҫ мар. Кашни пӗр вунӑ пуплевӗш сасӑласан ҫак сасӑ пуххи самай пуянланса юлӗ.

Ку проектпа тӗплӗнрех «Хавал» уйлӑхра паллаштарӗҫ.

Малалла...

 

Тӗнче тетелӗ

Чеб.ру сайт журналисчӗсем Инстаграм халӑх тетелӗнче ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн аккаунчӗ пурри пирки пӗлтереҫҫӗ. Ӑна @mihail_ignatiev_chuvashiya никпа уҫнӑ.

Страницӑна уҫнӑранпа 11 кун иртнӗ. Ҫак вӑхӑтра Михаил Игнатьевӑн страницине 5 ҫын ҫырӑннӑ. Страницӑра 15 публикаци, вӗсенче пӗр «лайк» кӑна пуснӑ. Камне пӗлеетӗр-и? Владимир Аврелькин.

Страницӑна ҫырӑнса илекенсен йышӗнче – ЧР экономика министрӗ, кап.ру сайтӑн официаллӑ аккаунчӗ тата «Советская Чувашия» хаҫатӑн темиҫе журналисчӗ.

 

Тӗнче тетелӗ

Чӑваш Енри ҫынсем тӗнче тетелӗпе усӑ курма пӗлеҫҫӗ-и? Росстат халӑх информаци технологийӗсемпе тата информаципе телекоммуникаци сечӗсемпе мӗнле усӑ курнине тишкернӗ.

Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулта Чӑваш Енре пурӑнакансен 66,8 проценчӗ тӗнче тетелне кӗнӗ. Анчах ҫынсем ку енӗпе ытлах палӑрсса каймаҫҫӗ – Чӑваш Ен танлаштарӑмра 85 регион хушшинче 83-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ямал-Ненецк автономи округӗнче, Ханты-Манси автономи округӗнче пурӑнакансем те тӗнче тетелӗпе туслах мар.

Раҫҫйери ҫынсен 56 проценчӗ тӗнче тетелне смартфон урлӑ кӗрет. Ыттисем – компьютертан е ноутбукран.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/49111
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 22

1924
102
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи